Контент патне куҫ

Коми чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ко́ми чĕлхи
Патшалăхсем: Раççей
Регионсем: Коми Республики, Пермь Ен, Киров облаçĕ
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Урал çемьи
Финн-укăр турачĕ
Пермь ушкăнĕ
Çырулăх: кириллица (коми çырулăхĕ)
Чĕлхе кочĕсем
ГОСТ 7.75–97: кои 320
ISO 639-1: kv
ISO 639-2: kom
ISO 639-3: kom, kpv
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Коми пăхăр.

Ко́ми чĕлхи (коми коми кыв) — коми-зырянсемпе халăхĕсен чĕлхи. Коми Республикипе Пермь Енĕнче, кăштах Киров облаçĕн çурçĕр-тухăçĕнче, Коль çурутравĕнче тата Çĕпĕрĕн тĕрлĕ çĕрĕсенче саралнă. Калаçакансен йышĕ 311,6 пин çын (2002, халах çыравĕ).

Чĕлхере пурĕпе 10 диалект шутланать. Литература чĕлхине Сыктывкарçум диалекчĕпе никĕсленĕ.

Коми — икĕ пермь чĕлхисенчен (урал çемьин финн-укăр турачĕ) пĕри. Виçĕ пысăк пуплеве уйăраççĕ, кашнин хăйĕн литература стандарчĕ:

Вырăс чĕлхи (литература чĕлхипе те, çаплах çурçĕр вырăс пуплевĕ ăшне путса пĕтсе пырать).

Пĕрлĕ коми-чĕлхе, В.И. Лыткин шухăшĕпе, IX—XI ĕмĕрсенче икĕ çĕрçуллăх хушши пулнă. Кайран, коми йăхĕсем миграци пулăмĕпе çурçĕре куçса кайса, авалхи коми тĕрлĕ çĕрсене саралса вырнаçнă, XIV—XV ĕмĕрсенче чĕлхе коми-зырян тата коми-пермяк чĕлхисене уйрăлса каять[1]. Коми-язьви пуплевĕ каярах, тухăс пермяксем куçса килнĕ вырăс çыннисемпе хутăшсан, пулса каять.

Антропонимика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: Коми ячĕ
Тĕп статья: Коми хушамачĕ


Никĕс сăмахĕсен таблици

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Никĕс сăмахĕсен таблици финн-укăр урăх чĕлхисемпе пĕрле.

Коми чĕлхи тӧлысь выль мам чой вой ныр куим сьӧд гӧрд виж турунвиж кӧин
уйăх çĕнĕ анне аппа каç сăмса виççĕ хура хĕрле сарă симĕс кашкăр
Урăх финн-укăр чĕлхисем
Коми-пермяк чĕлхи уйăх,тӧлiсь виль мамö сой ой ныр куим сьӧд гӧрд веж зелёнӧй, турунвеж кӧин
Удмурт чĕлхи толэзь выль мумы, нэнэ, анай сузэр уй ныр куинь сьӧд горд ӵуж вож кион
Мари чĕлхи тылзе у ава ака, шӳжар йӳд нер кум шем йошкар саре ужар пире
Меря чĕлхи
Ирçĕ чĕлхи ков од ава патяй ве судо, нерь (чĕрчунсен рыло) колмо раужо якстере ожо пижэ верьгиз
Мăкшă чĕлхи тядяй
Вепс чĕлхи
Карел чĕлхи
Фин чĕлхи kuu uusi äiti sisar, sisko nenä, nokka (клюв) kolme musta punainen keltainen vihreä susi
Эстон чĕлхи kuu uus ema õde öö nina, nokk (клюв) kolm must punane kollane roheline hunt
Лив чĕлхи
Ижор чĕлхи
Водь чĕлхи
Саами чĕлхи
Манси чĕлхи
Хантă чĕлхи тылщ илуп анки упи атл нюл хэлум питы вырты вусы няртурн пастывой
Венгр чĕлхи hónap új anya lánytestvér éj orr három fekete piros sárga zöld farkas
Коми чĕлхипе çырнă тĕслĕхсем (таблицăн анат пайĕнче). Ӳкерчĕке Сыктывкарта, Коми Республикин тĕп хулинче тунă.

Грамматика пахалăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çак статья халăх çинчен статья серисен шутне кĕрет
Коми

Этеплĕх
ЛитератураМусăкӲнерАрхитектураКухняТашăКоми ячĕКоми хушамачĕсем

Коми халăх вырăнĕ
Коми РеспубликиКоми-Пермяк тăрăхĕКоль комиИжемсемЗюздинсемУралçум комиКоми диаспори

Этнографи ушкăнĕсем
Коми-зырянсемКоми-пермяксемКоми-язьвинсем

Тĕн
ПравославиКивĕ йăлалăххалаплăх

Чĕлхесем
Коми-зырянКоми-пермякКоми-язьвин

Кун-çулĕ
Аслă ПермьВычегда ПермĕАслă Пермь кнеçлĕхĕВымь кнеçлĕхĕ
Паллă комисемПаллă коми-пермяксем

Вокалĕнче 7 уçă (коми-язьвинче 10) сасă, çав шутра вăтам ретрисем (ы, ӧ).

[[Консонантизм]а], удмурт чĕлхинчи пекех, 26 хупă сасă кĕрет.

Пусăмĕ кашни диалектра хăй евĕр.

Тăван удмурт чĕлхинчен хушма ӳкĕмсене (финалис, комитатив тата хăш диалектсенче — компаратив) пула уйрăлса тăрать.

Лексикинче тĕрĕк сĕмĕ, удмурт чĕлхипе танлаштарсан, хавшакрах.

Тĕп статья: Коми çырулăхĕ

Авал пермь çырулăхне (абур, анбур) Пермь Стефанĕ миссионер XIV ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче хайланă.

XVII—XVIII ĕмĕрсенче ăна вырăс алфавичĕн никĕсĕпе тунă темиçе вариантлă çырулăх ылмаштарнă. 1917 çулчен коми чĕлхин тĕрлĕ диалекчĕпе вĕрентӳ тата чиркӳ литературине кăна пичетленĕ. 1917 çул хыççăн икĕ литература виçи — коми-зырян тата коми-пермяк пĕр пекрех алфавитлă диалект пулса тăнă. 1920 çултанпа çырăвăн молодцов алфавичĕпе (вырăс графики никĕсĕнчи улăштарнă темиçе графемăллă) тата фонематика системипе уса кураççĕ.

1930—1936 çулсенче латин саспаллисене усă курса çырнă. 1918—1930 тата 1936—1938 çулсенче Молодцов алфавитне усă курнă.

Молодцов алфавичĕ
А а Б б В в Г г Ԁ ԁ Ԃ ԃ Д д Е е Ж ж Ԅ ԅ Ԇ ԇ
И и Ј ј К к Л л Ԉ ԉ М м Н н Ԋ ԋ О о П п Р р
С с Ԍ ԍ Т т Ԏ ԏ У у Ф ф Х х Ч ч Ш ш Щ щ Ы ы

1930 çултанпа алфавита латинланă, 1936 çулта каллех В. А. Молодцов алфавитне пурнăçа кĕртнĕ, 1938 çулта ана вырăс алфавитне, икĕ сасă паллипе (і, ӧ) коми-зырянĕсемпе коми-пермяксем уса куракан диграфа хушса тунă. Коми-язьви чĕлхинче і, дз сасă паллисем пур, çапах та ӱ, ө, дч хушнă.

Паянхи алфавичĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи алфавита 1938 çулта хута кĕртнĕ, унта пурĕ 35 саспалли:

Аа, Бб, Вв, Гг, Дд, Ее, Ёё, Жж, Зз, Ии, Іі, Йй, Кк, Лл, Мм, Нн, Оо, Öö, Пп, Рр, Сс, Тт, Уу, Фф, Хх, Цц, Чч, Шш, Щщ, Ъъ, Ыы, Ьь, Ээ, Юю, Яя

Саспаллисен хушшинче пĕтĕм 33 вырăс алфавичĕн саспалли тата Ii, Öö ятарлă саспаллисем.

Хисеп ячĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 20 30 40 50 60 70 80 90 100 1000
Ӧти (медводдза — пĕрремĕш) Кык Куим Нёль Вит Квайт Сизим Кӧкъямыс Ӧкмыс Дас Дас ӧти Кызь Комын Нелямын Ветымын Квайтымын Сизимдас Кӧкъямысдас Ӧкмысдас Сё Сюрс

Периодика кăларăмĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Wikipedia
Wikipedia
Википедин [[:{{{code}}}:|kv уйрăмĕ]].

Шаблон:Раççей патшалăх чĕлхисем