Чӑвашсем
Чăвашсем | ||||||||||||||||||||||||||
| ||||||||||||||||||||||||||
Тăван ячĕ | чăваш (пĕр хис.), чăвашсем (нум. хис.) | |||||||||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | ||||||||||||||||||||||||||
Пурӗ: ~ 1,5 млн Чăваш Республики:
Казахстан: 7 301 (2009 çыр.)[4][5]
Украина: 10 593 (2001 çыр.)[7][8]
Узбекистан: 10 074 (1989 çыр.)[9] е 14000[8] | ||||||||||||||||||||||||||
Чĕлхе | чăваш | |||||||||||||||||||||||||
Этнос ушкăнĕсем | Вирьял, анатри, анат енчи | |||||||||||||||||||||||||
Пулса кайни | пăлхарсем |
Чăвашсем (Чăваш халăхĕ, пĕрреллĕ хисепре чăваш), — тĕпрен илсен Атăл-Урал регионĕнче пурнакан халăх. Этнос. Тĕрĕк ушкăнне, алтай йышне кĕрекен чăваш чĕлхипе калаçаççĕ. Чăваш республики чăвашсен хальхи историлле çĕршывĕ (патшалăх[20]) тата чĕлхепе культура вучахĕ шутланать.
Пурăнан тăрăхсем
2002 çулхи халăх çыравĕ хыпарĕсемпе, Раççейре 1,637 млн. чăваш пурăнать. Вĕсенчен 889,5 пин çын Чăваш Енре вырнаçнă.
117, 3 пин Пушкăрт Республикинче, 126,5 пин Тутарстанра (Аксу, Пăва, Нурлат, Теччĕ, Çарăмсан, Çĕпрел районĕсенче), 111,3 пин Чĕмпĕр облаçĕнче, 101,3 пин Самар облаçĕнче, 15,9 пин Сарăту облаçĕнче пурăнать.
Çавăн пекех Раççейĕн Тĕмен, Кемĕр, Ăренпур, Мускав облаçĕсенче, Казахстанра, Украинăра, Беларуçре, Балти çумĕнчи çĕршывсенче пурăнаççĕ.
Кун-çулĕ
Ăслăх пĕрлĕхĕнчи тĕп гипотезипе чăвашсем хăйсене атăлçи пăлхарĕсен кăкĕнчен тухнă тесе шутлаççĕ. «Чăваш» этноним пĕр шухăшпа пăлхар йăхĕсен пĕр ушкăнĕн — сăвар-сувассен — ятĕнчен пулса тухать , вĕсем хăйсем, сăварсен пĕрлешĕвĕн юлашкисем пулаççĕ[21]. Анчах та ку пĕр верси çеç, вăл та пулин чи ăнăçли мар. [22]
Сăварсем — кăкĕ паллă мар йăхсен ушкăнĕ, малтанах Анăç Çĕпĕрте, VI ĕмĕр пуçламăшĕнче Халăхсен Аслă Хускалăвĕ тапхăрĕнче Кавказа (Арамаçие) килсе тухнă, унта кĕске вăхăтра Сасан Иранĕпе тата Висантипе хутшăннă темиçе политика пĕрлешĕвне йĕркелеççĕ. Иранпа ăнăçусăр вăрçса илнĕ хыççăн сăварсем саланса кайнă та Анăç Тĕрĕк, каярах Хасар хаканлăхне кĕреççĕ. Вĕсен пĕр пайĕ пăлхарсемпе пĕрлешсе VIII ĕмĕрте Вăтам Атăлçине çитнĕ, пулас.
Ахмед ибн-Фадлан Атăлçи Пăлхара 922 çулта çитсе курнăскер, сăварсем пăлхар патшине пăхăнса тăнă виçĕ йăхран Вырăх кнеçĕ ертсе пынă пĕр йăхĕ тесе çырать. Çавăнтах, сăварсен пĕр пайĕ — сувассем ытти пăлхар йăхĕсемпе пĕрле ислам тĕнне йышăнма килĕшменнине палăртнă[23].
Пăлхара монголсем 1236 çулта яраса илнĕ, 1237 тата 1240 çулсенчи пăлхавсем тата Ильхам патша вилнĕ хыççăн [24], сувассем, ислама йышăнман уйрăм халăх пулса тăраççĕ, çакна пула ĕнтĕ чăвашсем каярах христианлăх йышне кĕреççĕ. Ку - пĕр верси тейĕпĕр. Çапах та суварсем-сувассем те исламран пăрăнса юлайман пулас.
В. Г. Егоров тĕпченипе, чăвашсем тĕрĕк чĕлхине йышăннă вырăнти финн-укăр йăхĕсенчен (марисем) пулса тухнă[25]. Мари компоненчĕ чăваш этносĕнче нумай вырăн йышăнать[26]. Çак пĕтĕмлетĕве урăх антропологи хыпарĕсем те çирĕплетеççĕ[27].
XV-XVI ĕмĕрсенче чăвашсем уйрăм халăх статусĕпе Хусан ханлăхне кĕнĕ. 1551 çулăн варринче чăвашсем Мускав патшалăхне кĕреççĕ.
XVI—XVII ĕмĕрсенче чăвашсем патша тӳре-шарисем пусмăрне хирĕç çĕкленеççĕ: 1571—1573 çç., 1609—1610 çç., 1634 ç.; 1670—1671 çулсенчи С. Т. Разин ертсе пынă пăлхава, 1774 çулта Е. И. Пугачев вăрçине хутшăннă. Пăлхавсене пусарас тĕллевпе XVII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче патша правительстви Атăл тăрăхĕнчи халăхсене тимĕрçĕ ĕçĕсемпе тăрмашланма чарнă. Çак чару XIX ĕмĕрченех пынă.[28].
Чăвашсен антропологи тĕсĕсем
Чăвашсен антропологи тĕсĕ кăткăс. Чăваш халăхĕн чылайăшĕ европа евĕр тĕсĕпе палăрать. Антропологи тĕпчев ĕçĕсемпе килĕшӳллĕ, чăваш халăхĕн 10,3% кăна монгол евĕр ĕренки ытларах, вĕсенчен 3,5% яхăн «таса» монгол евĕрлĕ теме те пулать, 68,6% хутăш монгол-европа тĕслĕ (европе евĕр ĕренки ытларах), 21,1 % хальхи чăваш - европа евĕр, тата 5,1% сублапана тĕслĕрех, монгол евĕрлĕхĕ сахал курăнать[29].
Культура
Чĕлхе
Чĕлхе — чăваш. Тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнĕн пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхи шутланать. Икĕ уйрăм диалект — анатри («у-калаçакан») тата тури е вирьял («о-калаçакан») Çаплах тĕпчевçĕсем анат енчи диалекта та уйăраççĕ. Çавăн пекех вырăнти калаçу тĕслĕхĕ чылай.
XVIII ĕмĕртенпе чăваш çырăвĕнче кириллица графикипе усă кураççĕ. Фонетика тытăмĕпе чĕлхе тĕрĕк чĕлхисен ушкăнĕнче уйрăм вырăн йышăнать.
Тĕн
Авалтанпах чăвашсем нумай турăлăх йĕркипе пурăннă. Православи тĕнне вара вырăссен аллине лексен йышăнма тытăннă. Яланхи пекех, урăх тĕне ирĕкĕсрех кĕртнĕ: киремет йывăççисене çунтарса янă, мĕн-авăлтан пынă йеркесене пăснă тата халăх ăнланман челхесемпе çĕнĕ ятсем панă. Çавăнпа çĕнĕ тĕне ĕнненни çиелтен кăна пулнă, ĕлĕкхи йăласем халăх хушинче сыхланса юлнă. ХIX-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче III-мĕш Элексантр патша хушнипе православи тĕнне кĕртес чи хăрушă юхăм пуçланать. Çак вăхăтра юлашки юлнă халăх тĕнĕсене тытса пыракансен ытларах пайне ирĕксĕрех православине кĕртеççĕ. Вырăс тĕнне кĕрес килменнисем ислам тĕнне йышăнаç те, кайран, мусульманла ятсем илсен, тутара куçаççĕ. И.Я.Яковлев, хăй христиан тĕнне тытса пыракан çемьере усравра ӳснĕскер, тĕн кĕнекисене чăвашла куçарма, православи чиркĕвĕн çыннисем пулăшнипе, çĕнĕ алфавит тăвать. Çавăн пек вара православи вĕрентĕвне халăх хушшинче сарма пулăшать.
Чăвашсен çипуçĕ
Çавăн пекех пăхăр
- Чăвашсен авалхи çипуçĕ
- Чăваш халăхĕн авалхи уявĕсем
- Чăваш арçын ячĕсем
- Чăваш хĕрарăм ячĕсем
- Паллă чăвашсем
Вуламалли
- Николаев В. В. Чуваши. Этническая история и традиционная культура. — М:, 2000.
- Николаев В. В., "История предков чувашей. XXX в. до н.э. — XV в.н.э.", Шупашкар, 2005.
- Петров-Тенехпи М. П. О происхождении чуваш.
- Ашмарин Н. И. Болгары и чуваши. — Казань: 1902.
- Ашмарин Н. И. Древние болгары. — Казань: 1903.
- Каховский В. Ф., Происхождение чувашского народа. — 2003.
- Димитриев В.Д. Чувашия в эпоху феодализма
- Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
- Смирнов А. П., Древняя история чувашского народа, Чебоксары, 1948.
- Смирнов А. П., Волжские булгары, Чебоксары, 1957.
- М.П.Петров, «О происхождении чуваш»
- Фахрутдинов Р.Г., «Очерки по истории Волжской Болгарии», «Наука» пичет кăларăвĕ, 1984.
Асăрхавсем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 тата 12 Официальный сайт Всероссийской переписи населения 2010 года. Информационные материалы об окончательных итогах Всероссийской переписи населения 2010 года
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 тата 12 Всероссийская перепись населения 2002 года. çăлкуçран архивланă 21 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 24 Раштав уйӑхӗн 2009.
- ^ Всероссийская перепись населения 2002 года. Национальный состав населения по регионам России
- ^ Агентство Республики Казахстан по статистике. 2009 çыр. (состав.rar Национальный состав населения.rar)
- ^ В 1989 году — 22 305 чувашей в Казахской ССР: Демоскоп. Каз. ССР 1989
- ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Численность населения по областям, городам и районам, полу и отдельным возрастным группам, отдельным этносам на 1 января 2010 года
- ^ Всеукраїнський перепис населення 2001. Русская версия. Результаты. Национальность и родной язык.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 тата 7 Chuvash Ethnic People in all Countries
- ^ Демоскоп. Уз. ССР. 1989
- ^ Национальный состав населения Белоруссии, её областей и районов. Перепись 2009
- ^ Демографические тенденции, формирование наций и межэтнические отношения в Киргизии в 1926—2000 г. Демоскоп
- ^ Демоскоп. Туркмен. ССР. 1989
- ^ Демоскоп. МССР. 1989
- ^ Демоскоп. Лит. ССР. 1989
- ^ Статкомитет Эстонии Национальный состав населения Перепись 2000 г. ([1])
- ^ Демоскоп. Груз. ССР 1989
- ^ Tabula: TSK11-03. IEDZĪVOTĀJU NACIONĀLAIS SASTĀVS (латыш.)
- ^ Демоскоп. Аз. ССР 1989
- ^ Итоги переписи населения Таджикистана 2000 года: национальный, возрастной, половой, семейный и образовательный составы
- ^ РФ Конституцийĕ, Пĕрремĕш пай. Пĕремĕш сыпăк. Пиллĕкмĕш статья.
- ^ Ковалевский А. П. Чуваши и булгары по данным Ахмеда ибн-Фадлана. Шупашкар, 1965
- ^ http://samah.chv.su/s/2/чăваш
- ^ http://www.vostlit.info/Texts/rus16/Fadlan/text.htm
- ^ Ильгам (юлашки патша, 1236 çулта вилет)[2] 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Егоров В. Г. Современный чувашский литературный язык. Чебоксары. 1954. Ч.1. С.17,18.
- ^ Казанцев Д. Е. Формирование диалектов марийского языка. Йошкар-Ола, 1985. С. 119.
- ^ Трофимова Т.А. Антропологические материалы к вопросу о происхождении чувашей//СЭ. 1950. №3. С. 55, 65.
- ^ Чуваши — Энциклопедия «Вокруг света» 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Чуваши и ислам: взгляды и концепции // gov.cap.ru
Каçăсем
- Повествование о чувашах — рассказана история чувашского народа.
- Народы России: чуваши 2011 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Этническая история и традиционная культура 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Раççейри чăвашсен йышĕ, регионсем май йĕркеленĕ 2002 çулхи халăх çыравĕн хыпарĕ.
- Почему чуваши не говорят по-чувашски?
- "Как это в Чувашии не нужен чувашский?!"
Ку тĕнче халăхĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Чăвашсем |
|
---|---|
Культура | |
Кун-çул |
Аслă Пăлхар • Атăлçи Пăлхар • Ылтăн Урта • Хусан ханлăхĕ • Мускав патшалăхĕ • Раççей Империйĕ • ССРП • РФ |
Тĕне тытни (алфавитпа) | |
Вырнаçу | |
Тĕрлĕрен |
Тĕрĕк халăхĕсем | |
---|---|
Азербайджансем | Алтайсем | Балкарсем | Пушкăртсем | Гагаузсем | Долгансем | Сарă уйгурсем | Казахсем | Караимсем | Каракалпаксем | Караманлисем | Карапапахсем | Карачайсем | Кашкайсем | Крым тутарĕсем | Крымчаксем | Кумандисем | Кумăксем | Кăркăссем | Ногайсем | Саларсем | Тутарсем | Теленгитсем | Телеутсем | Тофаларсем | Трухменсем | Тупаларсем | Тувасем | Турккăсем | Турккă-месхетисем | Туркменсем | Туркомансем | Узбексем | Уйгурсем | Хакассем | Челкансем | Чăвашсем | Чулăмсем | Шорсем | Юрюксем | Якутсем |
Раççей халăхĕсем |
|
---|---|
10 млн ытла çын | |
1 — 10 млн | |
500 пин — 1 млн |
Аварсем • Мордвасем • Казахсем • Азербайджансем • Даргинсем • Лезгинсем • Удмуртсем • Марисем • Осетинсем • Беларуссем • Кабардинсем • Кумăксем |
200 пин — 500 пин | |
100 пин — 200 пин | |
30 пин — 100 пин | |
10 пин — 30 пин | |
Çав. пекех: Раççейри кăк-вак халăхсен ят-йышĕ |