Европий
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Сĕлтĕлле металсем | Сĕлтĕлле-çĕрле металсем | Куçăмлă металсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çăмăл металсем | Металлоидсем | Инертлă газсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Европи / Europium (Eu) | |
---|---|
Атом номерĕ | 63 |
Ансат япалалăхăн курăмĕ | çемçе шурă-кĕмĕл тĕслĕ металл |
Атом палăрăмĕсем | |
Атом масси (моль масси) |
151,965 а. е. м. (г/моль) |
Атом радиусĕ | 199 пм |
Ионизаци энергийĕ (пĕрремĕш электрон) |
546,9 (5,67) кДж/моль (эВ) |
Электронсен конфигурацийĕ | [Xe] 4f7 6s2 |
Химилле палăрăмсем | |
Ковалентла радиус | 185 пм |
Ион радиусĕ | (+3e) 95 (+2e) 109 пм |
Электронегативлăх (Полинг шучĕпе) |
1,2 |
Электрод потенциалĕ | Eu←Eu3+ -1,99 В Eu←Eu2+ -2,80 В |
Оксидлав капашĕсем | 3, 2 |
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем | |
Тачăлăх | 5,243 г/см³ |
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш | 27,656[1] Дж/(K·моль) |
Ăшăяраслăх | 13,9 Вт/(м·K) |
Шăрану температури | 1 095 K |
Шăраннин пайлавла ăшши | n/a кДж/моль |
Вĕрев температури | 1 870 K |
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ | 176 кДж/моль |
Моль калăпăшĕ | 28,9 см³/моль |
Ансат япалалăхăн кристалл решетки | |
Решетке тытăмĕ | кубла калăпăшĕпĕ центăрланă |
Решетке периочĕ | 4,610 Å |
c/a танлашăнни | n/a |
Дебай температури | n/a K |
Eu | 63 |
151,965 | |
4f76s2 | |
Европи |
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1886-мĕш çулта француи химикĕ Э. А. Демарсе сайра çĕр элеменчĕсен хутăшăнчен уйăрнă. Спектр анализĕпе тепĕр 15 çултан çеç уйрăм элемент пулнине çирĕплетнĕ.
Хакĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2008-мĕш çулта АПШ-ра 99,9 % тасалăхлă европин оксичĕн хакĕ $400-$600 доллар килограммшăн [2]. 2008-мĕш çулта АПШ-ра 99,99 % тасалăхлă европи металĕн хакĕ $1600-$2500 доллар килограммшăн [2]
Физика пахалăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Таса чухне - çемçе шурă-кĕмĕл тĕслĕ металл, механикăлла сӳрĕк газ атмосферинче çăмăллăн тирпейлеме пулать.
1,8 К температурăра тата 80 ГПа пусăмра Сверхпроводимость пахалăхĕсене кăтартать[3].
Хими пахалăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сайра çĕр элеменчĕсем хушшинче европи чи химилле хастарри. Сывлшра хăверт çунать [4]). Шывапа кальци евĕр реакцине кĕрет. Металла минераллă çу е парафин айĕнче упраççĕ. Сывлăшра 150 °C-ран 180 °C-таран хыпса кайса европи (III) оксичĕ пулать.:
- 4 Eu + 3 O2 → 2 Eu2O3
Сивĕ шывпа майĕпен, вĕри шывпа хăвăрт хутшăнса европи гидрооксичĕ пулать:
- 2 Eu (s) + 6 H2O (l) → 2 Eu(OH)3 (aq) + 3 H2 (g)
Европи пĕтĕм галогенсемпе реакцине кĕрет:
- 2 Eu (s) + 3 F2 (g) → 2 EuF3 (s) [шурă]
- 2 Eu (s) + 3 Cl2 (g) → 2 EuCl3 (s) [сарă]
- 2 Eu (s) + 3 Br2 (g) → 2 EuBr3 (s) [сăрă]
- 2 Eu (s) + 3 I2 (g) → 2 EuI3 (s)
Европи кӳкĕрт йӳçĕкĕпе хутшăнсан çутă шупка тĕслĕ Eu(III) ионĕсем пулаççĕ, вĕсем [Eu(OH2)9]3+ комплекс евĕр тĕл пулаççĕ:[5]
- 2 Eu (s) + 3 H2SO4 (aq) → 2 Eu3+ (aq) + 3 Шаблон:Chem (aq) + 3 H2 (g)
Изотопĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Усă курни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Атом реакторĕсенче европи (европи оксичĕ, гексаборичĕ, борачĕ) нейтронсене çăтма усă кураççĕ. Окиçĕ майĕпен "çунса каять", борчĕнчен 1,5 хут сахалтарах вăхăт усă курма май пур. Анчах оксичĕ нейтронсен хăватлă юхăмĕнче газ кăларманпа пĕрех тата калăпăшне ӳстермест (сăмахран, БН-600 реакторта). Европин çутçанталăкри хутăшĕн нейтронсене çăтас лаптăкĕ 4500 барн, европи-151 изотопĕн 9200 барн таран.
Европи оксидне шыва термохимилле аркантарнă чухне усă кураççĕ (европи-стронци-йод циклĕ).
Европи ионĕсем 0,61 мк тăршĕллĕ (сарă-хĕрлĕ) лазер шевлисене тума усă кураççĕ. Çавăнпа европи оксидне хытă тата сахалрах паллă шĕвек лазерсем тума усă кураççĕ.
Термоэлектрогенератор валли усă куракан самари монооксичĕ çине тата алиаз евĕрлĕ питĕ хытă кăмрăк нитричĕ синтезлама европи кăштах хушаççĕ. Европи силицидне интеграллă микросхемăсем тунă çĕрте усă кураççĕ. Çӳхе пленка евĕр Европи монооксичĕ тата европи монооксичĕпе самари монооксичĕн хутăшĕ магнитла полупроводнисем пек усă кураççĕ.
- Европи вольфраматне микроэлектроникăра питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ люминофор.
- Хурă çутăллă лампăсенче европипе пуянлатнă строни борачĕ усă кураççĕ.
Европи медицинăра
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Европи катионĕсене медицинăра флуоресцентла зондсем пек усă кураççĕ. Радиохастар изотопĕсене хăшпĕр рак чирĕсене сыватма усă кураççĕ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) . — Мускав: Советская энциклопедия, 1990. — Т. 2. — С. 126. — 100 000 экз.
- ^ 1 тата 2 [1]
- ^ [2](ĕçлемен каçă) Компьюлента, 2009çул, çу, 14.
- ^ Rare-Earth Metal Long Term Air Exposure Test. Тĕрĕсленĕ 8 Ҫурла уйӑхӗн 2009.
- ^ Chemical reactions of Europium. Webelements. Тĕрĕсленĕ 6 Ҫӗртме уйӑхӗн 2009.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Европии WebElements сайчĕнче 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Европи хими элеменчĕсен вулавăшĕнче 2009 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Европи xumuk.ru сайтра
- Европи periodictable.ru сайтра
Лантаноидсем |
---|
Лантан | Цери | Празеодим | Неодим | Промети | Самари | Европи | Гадолини | Терби | Диспрози | Гольми | Эрби | Тули | Иттерби | Лютеци |